Чӑваш чӗлхи
«Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячӗпе сӗнӳсем янӑ. Вӗсем чӗлхе тытӑмӗнчи ыйтусене уҫӑмлатма сӗннӗ. Хастарсем Михаил Игнатьевран патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменнине мониторинг тума ыйтнӑ. Кун валли диктант е тест ҫырмалла. Кунсӑр пуҫне общество хастарӗсем тӳре-шарана чӑвашла та, вырӑсла та пӗлмеллине каланӑ. Ҫакна саккунра ҫирӗплетме сӗннӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗпе ЧР Вӗренӳ министерствине шкулсенче «Чӑваш Ен историйӗ» предмета кӗртме, 10-11-мӗш классенче чӑваш литературине чӑвашла вӗрентме, 9-мӗш тата 11-мӗш классене чӑваш чӗлхипе экзамен тыттарма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» каллех ППЭне тата тӗрӗслев ӗҫӗсене патшалӑх чӗлхипе ҫырма ирӗк пама ыйтнӑ. Унччен вӗсем кунашкал ыйтупа РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне тухнӑ пулнӑ. «Ирӗклӗх» ҫакнашкал пуҫарусем сӗнни Чӑваш чӗлхи кунӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ! Ҫӗнӗ версинче сӑмахсен йышӗ 29655 ҫитнӗ. Чи пысӑк улшӑнусем вара аффикссен файлӗнче пулса иртрӗ — сӑмах ушкӑнӗсене пысӑклатнӑ май ушкӑн ячӗсене латин саспаллипе мар, цифрӑсемпе палӑртасси ҫине куҫрӑмӑр. Ҫапла май тинех, тӗслӗхрен, хисеп ячӗсене йӗркене кӗртме май пулчӗ. Ытти йышши тӳрлетӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Пӗтӗмӗшле хакласан вара хальхи сӑмах пуххи ӑнсӑртран илнӗ текстри сӑмахсен 4% ҫеҫ пӗлмест. Пӗлменнисен ытларах пайӗ — пайӑр ятсем. Вӗсене шута илмесен 1% ҫеҫ пӗлмест теме пулӗччӗ. Чӑвашла ҫырнӑ текста тӗрӗслемелли хатӗре унӑн ятарлӑ сайтӗнчен уҫласа илме пултаратӑр. Унтах хӑвӑрӑн текста та тӗрӗслесе илме май пур. Ҫавӑн пекех вӑл сайтра браузерсем тата офис программисем валли хатӗрленӗ хушӑмсене уҫласа илме пулать. Эпир хамӑр енчен LibroOffice офис программипе тата Mozilla Firefox браузерпа уса курма сӗнетпӗр. Вӗсенче чӑвашла текста тӗрӗслеме питӗ меллӗ, ытлашши чӑрмавсем сиксе тухмаҫҫӗ. Сӑмахран, Apache OpenOffice программӑра текста ҫырса пынӑ май яланах ҫав текст чӑвашла пулнине пӗлтерсе тӑмалла пулсан LibroOffice-ра унашкал чӑрмав ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук. Паллах, кунашкал хыпар хыҫҫӑн хӑш-пӗр чӑвашсем хушшинче тахҫан ҫӳренӗ шухӑш тепӗр хут чӗрӗлме пуҫласси пирки каламасӑрах паллӑ. Латиница ыйтӑвӗ хӑй вӑхӑтӗнче 1990-мӗш ҫулсенче сиксе тухнӑччӗ. Унччен маларах вара ҫак темӑна 1922 ҫулта кӑштах хускатса пӑхнӑ. Анчах ни халӑх хапӑлах йышӑнман, ни влаҫра тӑракансем. Вӑл вӑхӑтра сӗннӗ латин алфавичӗ пирки те ытлашшиех тӗплӗ информаци тупаймастӑп. 1992 ҫулта ҫеҫ латин саспаллиллӗ текстсем пичет кӑларӑмӗсенче пичетлене пуҫланӑ. Ку енӗпе «Аван-и» хаҫат самай вӑй хунӑ. Ҫавах та вӑл вӑхӑтра та, наци туйӑмӗ ҫӗкленнӗ тапхӑрта, латин алфавичӗпе ҫырнӑ текстсем эксперимент шайӗнчен ҫӳлерех хӑпарайман. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унчченех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланмалла. Кӑҫалхи диктант тексчӗсен конкурсӗ ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 15 сехетре, иртмелле. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе филологийӗ енӗпе ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Александр Кузнецов диктант йӗркелӳҫисенчен пӗрне, «Хыпар» издательство ҫуртне, паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурса икӗ ӗҫ ҫеҫ пынӑ. Иккӗшне те Геннадий Волков этнопедагог хайлавне тӑратнӑ. Текста кам вулассине те (ӑна Наци радиовӗпе тата Тӑван радиопа та итлесе ҫырма май килӗ) кӗҫнерникун палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ. 2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ. |
Чӑваш чӗлхи
Курава тӑратнӑ ӗҫсенчен пӗри Виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен семинарӗ иртнӗ. Унта Шупашкартан ҫеҫ мар сумлӑ делегаци пырса ҫитнӗ. Йышра пулнӑ 19-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Роза Мазикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Тавӑшкасси шкулӗнче «Чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли йӗрки декораципе ӳнерӗнче» курав та ӗҫленӗ. Поваркасси шкулӗнче «Иртнӗ пурнӑҫа манакан — паянхи пурнӑҫран юлакан» уяв каҫӗ иртнӗ. Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова вӑл тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те доклада тӗплӗн хатӗрленӗ. Шупашкарти Ирина Диарова доклачӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
Галя Безбородова сӑнӳкерчӗкӗ Тӗмен облаҫӗнчи Горьковка тата Солобаево вӑтам шкулӗсенче педагогсем валли чӑвашла семинарсем иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров педагог пулнӑ. Вӗсене вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» наци ассоциацийӗ Чӑваш культурин кунӗсене йыхравланӑ. Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тем тӗрлӗ мероприяти ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чӑваш юрри-ташшиллӗ уяв йӗркелесшӗн. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫасшӑн. Ун чухнех наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхтармашкӑн май туса парасшӑн. Ака уйӑхен 15-мӗшӗнче Тобольскра Никита Бичуринӑн асӑну хӑмине уҫасшӑн. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ман тӑван ен» фотоконкурса пӗтӗмлетесшӗн. Чӑваш Енри вӗрентекенсен семинарӗ Чӑваш культурин кунӗсене уҫакан мероприяти тесе хакламалла. Унта чӑваш мар ачасене ют халӑх культурипе, кунта сӑмах чӑвашсем пирки пырать, епле кӑсӑклантармалли ҫинчен калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑн Шупашкарти педагогика ӗҫченӗсен «XXI ӗмӗр» ассоциацийӗн «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑнне кӗрекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче професси конкурсне хутшӑннӑ. Ку сумлӑ ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине 54-мӗш вӑтам шкул хастарӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. «Чӗлхе уҫҫи — сӑмах тӗшши» конкурсра «вӑй виҫме» тӗп хуламӑрти 1, 2, 4-мӗш гимназисен, 49, 54, 55, 41-мӗш вӑтам шкулсен 15 педагогӗ кӑмӑл тунӑ. Тӑхӑр тапхӑрта тӗрлӗ ӗҫ экран ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса пынӑ. Паллах, кунта фольклор, литература, чӗлхе енӗпе хӑш-пӗр ыйтусене аса илме ансатах пулман. Апла пулин те вӗрентекенсем пуҫа усман, пур ӗҫе те тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Жюрин кӑсӑклӑ ӗҫне Владимир Иванов профессор, «Асамат&Шевле» ача-пӑча журналӗн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, 3-мӗш лицей вӗрентӳҫи Александра Васильевна Ласточкина туса пычӗҫ. Нумай ҫул И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют чӗлхесен кафедринче вӑй хуракан В.А. Иванов ӑсчах хӑйӗн савӑнӑҫне пытармарӗ — учительсене пурне те тав турӗ, канаш-сӗнӳсемпе, салам сӑмахӗсемпе малашне те ӑнӑҫусем пиллерӗ. Чи хумхануллӑ вӑхӑт вӑл — пӗтӗмлетӳсем туни. |
Чӑваш чӗлхи
Культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» обществи, «Хавал» юхӑм хастарӗсем тата ытти чӗрӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак кунсенче Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне ҫыру янӑ. Вӗсем хӑйсен пӑшӑрханӑвне 4-мӗш класс хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫне ирттерессипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӗрӗслеве математикӑпа, тӑван тавралӑха вӗрентекен предметпа тата вырӑс чӗлхипе ҫеҫ тыттарни вӗсене тӗлӗнтернӗ. Ҫыру авторӗсем Чӑваш Енри 455 шкултан ҫурринчен ытларахӑшӗнче пуҫламӑш классенче чӑвашла, 16-шӗнче тутарла, 3-шӗнче ирҫелле вӗрентнине палӑртнӑ. Апла пулин те тӗрӗслеве пурин те вырӑсла пурнӑҫламалла. Кӑҫал тӗрӗслев ӗҫне 5, 10 тата 11-мӗш классенче те чылай предметпа ирттермелле. Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев заданийӗсене наци чӗлхи ҫине куҫармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Вӑт эпир паян чӑваш орфографийӗпе нушаланатпӑр. Пурте пӗлеҫҫӗ: ҫав нуша никӗсӗнче хисеплӗ Иван Андреевич Андреев еткерӗ тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗрентессинчи хӑшпӗр урӑх инкеклӗ ыйтусем те ҫав мухтавлӑ ятпах ҫыхӑннине чухламаҫҫӗ те. Чӑваш чӗлхине шкулсенче чӑнласах вӗрентес тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫе грамматикӑна вӗрентесси ҫинче никӗслесе туса пымалла. Унран лайӑхрах, юрӑхлӑрах меслет халиччен никам та шыраса тупайман. Шыраса та тупаймӗҫ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш грамматики тӗлӗшпе пуринчен те нумайрах ҫыраканни Чӑваш гуманитари институтӗнче ӗҫлекен Эдуард Евгеньевич Лебедев пулас. Ку чӑнах та ҫапла иккенне ӗненес тесен, "Чувашский гуманитарный вестник" текен ӑслав журналне ҫеҫ уҫкаласа пӑхмалла. Эп, Акапасар, шкулта чӑваш программипе вӗреннӗ ҫын. Пӗрремӗш класран вуннӑмӗш класа ҫитичченех ҫапла пулнӑ. ("Нулевой класс" текенни пулман ун чухне). Чӑваш чӗлхине яланах юратса, тӑрӑшса вӗреннӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |